Пур чӗрӗ чунсене те Пурне те Тума Пултаракан Турӑ пултарнӑран пур чӗрӗ чунсем те пӗр ҫутҫанталӑклӑ, пӗр чӑнлӑхлӑ, пӗр правӑллӑ тӑвансем пулса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ытти тӑвансем умӗнче мӗнле те пулин йывӑрлӑх е хӑрушлӑх сиксе тухсан тепӗр тӑван ҫине хӗрхенӳ ҫуралать.
Пӗр-пӗр чӗрӗ чун тепӗр чӗрӗ хӑрушлӑхра е асапланнине курсан, пӗлсен, тӑванлӑха пула тепӗр тӑван пирки хӗрхенӳ ҫӗкленет.
Тӑванлӑх — хӗрхенӳ сӑлтавӗ.